Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар районӗ

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Пархикассинчи ял вулавӑшне тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, библиотека Раҫҫей субъекчӗсенчи библиотекӑсене 2023 ҫулта ҫӗнетмелли конкурсра ҫӗнтернӗ. Вулавӑша юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен 5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.

Ҫӗнӗ ӑрӑвӑн вулавӑшӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн «Манӑн ҫулӑм – ял хуҫалӑхӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫамрӑксен «АгроПоколение» профориентаци шкулне уҫӗҫ, пӗчӗк вулакансем валли «Аграрикум» клуб йӗркелӗҫ. «Аграри профессийӗсен тӗнчине экскурси» интерактивлӑ плакат хатӗрлеме, «Ҫӗр тата ҫынсем» краеведени подкасчӗсем йӗркелеме палӑртнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри темиҫе ҫынна федераци судйи пулма ҫирӗплетнӗ. Ҫавна ӗнентерекен удостоверенисене вӗсене ӗнер панӑ. Документа Чӑваш Енри тӗп федераци инспекторӗ Григорий Сергеев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ.

Мероприятие Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн председателӗ Анатолий Петров, унӑн ҫумӗсем Галина Савелькина тата Марина Блинова, Чӑваш Енри Суд департаменчӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Рената Макаричева хутшӑннӑ.

РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе федераци судйин удостоверенийӗсене Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн судйине Елена Никитинӑна, Шупашкар районӗнчи судӑн судйине Алина Лукинана, Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн судйине Алексей Дмитриева панӑ.

 

Вӗренӳ
vk.com/kugesionline страницӑран илнӗ скриншот
vk.com/kugesionline страницӑран илнӗ скриншот

Шупашкар районӗнчи Апашри шкулта икӗ автобусран пӗри кӑна ачасене турттарать. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паян пӗлтернӗ.

Пост авторӗ хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ шкул автобусӗнчен пӗри кӑна хутланӑран ачасен транспорт чылай вӑхӑт кӗтме тивет.

Пост авторӗ шкул столовӑйӗнчи апат пахалӑхне те хурласа ҫырнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл шкулта укҫа пухаҫҫӗ тесе пӑшӑрханнӑ.

Поста вуланисенчен пӗри, Ольга Владимировна ятлӑ хӗрарӑм, шкула хӳтӗлесе ҫырнӑ. Вӑл: «Ачӑра машинӑпа турттарӑр е маршруткӑпа ҫӳретӗр», — тесерех касса татнӑ. Ӗҫ тетрачӗсене ывӑл-хӗрне ашшӗ-амӑшӗ туянса пани те йӗркеллӗ япала тесе хирӗҫленӗ.

 

Республикӑра
jur24pro.ru сайтри сӑн
jur24pro.ru сайтри сӑн

Шупашкар районӗнчи 31 ҫулти арҫын нумаях пулмасть тӗрмерен тухнӑ. Вӑл каллех тӗрмене ларнӑ.

Судра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын утӑ уйӑхӗнче кафе умӗнче ҫывӑракан арҫынна курнӑ. Хайхискер ун патне пырса телефонне, банк карттине вӑрланӑ та лавккана кайнӑ. Унта эрех-сӑра, пирус, апат-ҫимӗҫ туяннӑ, таксишӗн тӳленӗ. Ҫапла вӑл 6 пин ытла тенкӗ тӑкакланӑ.

Судра арҫын айӑпне йышӑннӑ. Судья ӑна йӗплӗ пралук леш енне 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: унччен вӑл тӗрмере харпӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленишӗн ларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81385
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Мария Кожевникова авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ тӗлне лекнӗ.

Мария 8 класс пӗтерсен Шупашкарти коопераци техникумне вӗренме кӗнӗ, бухгалтер-экономист профессине алла илнӗ. 1940 ҫулта направленипе Хӗрлӗ Чутай районне кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна окоп чавма янӑ. 1942 ҫулта Мария Кожевникова патне вӑрҫа кайма повестка килнӗ. Вӑл Ҫурҫӗр флотне лекнӗ. Киле 1946 ҫулта тин таврӑннӑ. Ҫав ҫулах Валентин Кожевниковпа пӗрлешнӗ. Вӗсем 2 ача ӳстернӗ. Мария Алексеевна - ӗҫ ветеранӗ, 47 ҫул вӑй хунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81375
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ патӗнче ҫул-йӗр патрулӗн инспекторӗсем вӑрмантан тухакан «Хендай-Солярис» машинӑна тӗрӗслеме чарнӑ.

Салонта 44 ҫулти водитель тата 37 ҫулсенчи икӗ пассажир пулнӑ. Сӑнран пӑхсан вӗсем наркотик астивнӗ пек туйӑннӑ. Салонта темле пӗчӗк хутаҫ выртнӑ. Арҫынсем экспертиза тухма килӗшмен, вӗсене ШӖМӗн Шупашкар районӗнчи пайне илсе кайнӑ.

Хутаҫри япалана йӗрке хуралҫисем туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна янӑ. Чӗркемре, чӑн та, наркотик пулнӑ.

Арҫынсене пурне те явап тыттарӗҫ, ҫав шутра водителе те.

 

Республикӑра
kazan.kp.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kazan.kp.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Томаккассинче выльӑх-чӗрлӗхӗн урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май ветеринарсем ҫав тӑрӑхра карантин туса хунӑ.

Карантин паянтан, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен, вӑя кӗнӗ. Вӑл ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра тӑрӗ.

Урнӑ чире Томаккасси ялӗнчи Вӑрман урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра асӑрханӑ. Карантин зони тесе асӑннӑ кил ҫывӑхӗнчен 1,5 километр таран инҫӗшне палӑртнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти районсем хушшиничи ҫутҫанталӑк прокуратури Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ тӗлӗнчен юхса иртекен Йӑршӑва таса мар шыв кам юхтарнине тупса палӑртма тӗрӗслев ирттернӗ.

Уншӑн вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ яваплӑ пулни палӑрнӑ. Вӑл выльӑх-чӗрлӗх каяшне ҫӗр ҫине тӑкнӑ, тислӗк шывӗ унтан пӗчӗк юханшыва лекнӗ, кайран — Йӑршӑва.

Предприяти ҫутҫанталӑка сиен кӳнине саплаштарнӑ ӗнтӗ. Вӑл 800 пин ытла тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗр лаптӑкне сӳрелесе йӗркене кӗртме тивӗҫ.

Тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх РФ Пуҫиле кодексӗн 254-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ҫӗре сиенленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пӳрт ҫуннӑ. Инкек пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ май сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.

Пушар посёлокри Кутузов урамӗнче алхаснӑ. Хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, инкекре пӳрт тата мунча ҫунса кайнӑ. Арҫын мунча хутнӑ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ. Арҫын хӑй чӗрех тӑрса юлнӑ.

Инкеке сӳтсе явакансем хушшинче пушарпа кӗрешекенсене ятлакансем те, вӗсене хӳтӗлекенсем те пур. Хӑшӗсен шучӗпе пушар сӳнтерме вырӑна сахал машина пырса ҫитнӗ.

 

Политика

Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Иванов шкулти спорт оборудованине юсама тухнӑ. Анчах вӑл ҫав ӗҫе пӗр 10 минутран ытла хутшӑнман имӗш. Аллӑ киҫтӗк тытнӑскер кӑштах сӑрланӑ та пӑрахса кайнӑ. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Видео ӳкерсе илсех паблика вырнаҫтарнӑ. «Сӑн ӳкерӗнме кӑна тухнӑ», — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗсем.

32 ҫулти Алексей Иванов асӑннӑ мероприяти пирки хӑйӗн страницинче, чӑн та, пӗлтернӗ. Унта Ҫатра Лапсар шкулӗнчи спорт лапамӗ пирки сӑмах пырать иккен.

 

Страницӑсем: 1 ... 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, [32], 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, ... 195
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 07

1937
88
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та